
Муркашра ҫӗнӗ поликлиника уҫӑлнӑ. Кая юлса пулин те вӑл ӗҫлесе кайнӑ-кайнах. Объекта малтан палӑртнинчен 8 уйӑх кая юлса уҫнӑ. Унта сменӑра 150 ҫынна йышӑнма пултарӗҫ.
Поликлиникӑна уҫма пысӑк шайри тӳре-шара персе ҫитнӗ. Ҫав шутра Чӑваш Ен Правительствин Председателӗ Сергей Артамонов, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Лариса Тарасова.
Ҫӗнӗ поликлинкӑра икӗ уйрӑм: аслисен тата ачасен. Кашни уйрӑма уйрӑм алӑкран кӗмелле.
Ҫынсене участокри терапевтсем, педиатрсем, ҫавӑн пекех ансӑр профильлӗ оториноларинголог, офтальмолог, невролог йышӑнӗҫ.
Объекта «ГлавИнвестСтрой» тулли мар яваплӑ общество хӑпартнӑ. Поликлиникӑна подрядчикӑн 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ. Унта нумаях пулмасть депутатсен делегацийӗ пулсан объекта кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче туса пӗтерме шантарнӑ.
